Ҫӗнӗ Шупашкарта рабочи 6-мӗш хут ҫӳллӗшӗнчен ӳксе аманнӑ. Халӗ Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ тӗрӗслев ирттерет. Ку Совет урамӗнче ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ ҫӗрте пулнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: нарӑсӑн 17-мӗшӗнче арматурщик бетон ӑшӑтмалли кабеле хунӑ. Вӑл, хӗрринче тӑнӑскер, аялалла ӳкнӗ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн ку инкек мӗншӗн пулнине палӑртӗҫ. Харпӑр усламҫӑ тӗлӗшпе те тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменне 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем ташлама пухӑнаҫҫӗ. Мероприятие «Хастар вӑрӑм пурнӑҫ» федераци программипе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ.
Пӗррӗмӗш тӗлпулу нарӑсӑн 11-мӗшӗнчӗ иртнӗ. Унта 70 ытла ҫын ташлама пухӑннӑ.
Сӑмах май, кун пек ташӑ каҫӗсем 5 ҫул каялла та пулнӑ. Халӗ вара ҫак ырӑ йӑлана ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратма шухӑшланӑ. Ташӑ каҫне уйӑхра 1-2 хут ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче тепӗр троллейбус кӗҫех ярасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ку хӑҫан пуласси паллӑ марччӗ.
Халӗ паллӑ: 61-мӗш маршрута нарӑсӑн 21-мӗшӗнче ҫула ярӗҫ. Вӑл Шупашкарти Гладков урамӗнчен Трактор тӑвакансен проспекчӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона ҫитӗ.
Аса илтерер: икӗ хула хушшинче 2024 ҫулхи ҫулларанпа 62-мӗш троллейбус ҫӳрет.
Кӗҫех Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 61-мӗш троллейбус ҫула тухӗ. Ку нарӑсри уяв кунӗсенче пуласса шантарать тӳре-шара.
Хальлӗхе троллейбуссем обкатка тӑваҫҫӗ, водительсем стажировка тухаҫҫӗ. 61-троллейбус Шупашкарти Гладков урамӗнчен Трактор тӑвакансен проспекчӗпе кайса Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона ҫитӗ. Маршрут ҫинче пӗтӗмпе 16 транспорт пулӗ.
Сӑмах май, унччен ку маршрут пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлассине пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарпти ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ.
Вут-ҫулӑм каҫхи ҫичӗ сехет тӗлӗнче Строительсен урамӗнчи 50-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте тухнӑ.
Пӑтӑрмахшӑн кил хуҫи хӑй айӑпла иккен. 61 ҫулти арҫын пирус чӗртсе янӑ та ӑна сӳнтермесӗрех ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Унӑн матрасӗ ҫунма тытӑннӑ. Тӗтӗм шӑршине сиссен кӳршисем арҫынна вӑратнӑ, пушарпа кӗрешекенсене чӗнсе илнӗ.
5-11-мӗш классенче вӗренекен ачасен хушшинче чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе интернет олимпиада иртнӗ. Унта 33 ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Кӑҫалхи олимпиадӑна Чӑваш Республикин тата республика тулашӗнчи вӗренӳ организацийӗсен 5–11 класӗсенче вӗренекен тӑват ҫӗр ытла ача хутшӑннӑ, ҫав шутра – республика тулашӗнчен – 26 ача.
Олимпиадӑна ирттернӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «пӗтӗмӗшле илсен, интернет олимпиадӑна кӑҫал пысӑк хастарлӑхпа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен, Патӑрьел, Вӑрнар, Вӑрмар, Канаш, Куславкка, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар округӗсен шкул ачисем хутшӑннӑ».
Республикӑра ача пӗрле вӗренекен тепӗр ачана вӗренпе пӑвнӑ. Ку кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр шкулта пулнӑ.
11 ҫулти арҫын ачана пӗрле вӗренекенӗ тапӑннӑ та хыҫалтан вӗренпе пӑвма пуҫланӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Юрать-ха, вӑхӑтра медпулӑшу парса ӗлкӗрнӗ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн председателӗ ку тӗслӗхпе тӗрӗслев ирттерме хушнӑ.
Полицейскисем Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл 41 ҫулти ывӑлне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче ашшӗпе ывӑлӗ пӗрле эрех ӗҫнӗ. Вӑрҫӑнса кайсан асли кӗҫӗннине ҫӗҫӗпе пуҫӗнчен тата мӑйӗнчен икӗ хутчен чикнӗ. Ывӑлӗ ҫавӑнтах вилнӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, 17 сехетре Шупашкарти ГЭС ҫывӑхӗнче ҫӑлавҫӑсем ҫынсем инкек пулнине хунарпа ҫутатса пӗлтернине асӑрханӑ. Икӗ арҫын пулӑ тытнӑ чухне пӑр катӑлнӑ та ишме пуҫланӑ иккен.
Ҫӑлавҫӑсем пулӑҫсене пӑр ҫинчен илсе ҫыран хӗррине илсе ҫитернӗ. Арынсем – Ҫӗнӗ Шупашкартан тата Шупашкартан.
Чӑваш Енӗн Стройминӗн «Биологилле тасатмалли сооруженийӗ» учрежденийӗпе Чӑваш Республикин «Ҫӗнӗ Шупашкарти коммуналлӑ сетьсем» унитарлӑ предприятине пӗрлештерӗҫ. Кун пек документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Икӗ предприятие пӗрлештернӗ хыҫҫӑн Биологилле тасатмалли сооружени ҫеҫ тӑрса юлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |